Раскильдинский СДК принял участие в патриотической акции «Письмо солдату»
23.02.2024
Ӗнер пӗрле ҫӳренӗ йӗкӗтсем
Паян тухаҫҫӗ чикӗ хуралне.
Ҫӳл тӳпене хываҫҫӗ ҫӗн йӗрсем
Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне…
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хавхалантарас тӗллевпе Чӑваш Енре «Салтака-ҫыру» акцие Ураскилтри культурӑ Ҫурчĕ ҫумĕнчи «Калейдоскоп» кружокĕн членĕсем кӑмӑл турĕҫ.
«Ҫак паттӑрсем умӗнче хальхи вӑхӑтра кашниех пуҫ таять. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсем чӑн-чӑн арҫынсем.Вӗсенчен пирӗн тӗслӗх илмелле»,-тесе палӑртрӗ кружок ертӳҫи М.Степанова. Аслӑ ӑрурисем «Кĕмел ҫип» кружокĕн ĕҫченĕсем ӑшӑ нуски ҫыхса хатĕрлеҫҫĕ пулсан ,ачасем вара виҫ кĕтеслĕ ҫырусем ҫыраҫҫĕ. Ҫырусене ӑшӑ нуски ӑшне чикнӗ май часах вӗсен ҫырӑвӗсем паллӑ мар салтак патне ҫитсе вӗсен чунӗсене кӑштах та пулин ӑшӑтасса шансах тӑраҫҫӗ.