Алвандян Анна и Шашкина Инесса дипломанты I степени чувашской эстрадной песни «Кемел саса»
15.04.2024
Апрелӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш драма театрӗнче, регионсем хушшинчи йӑлана кӗнӗ чӑваш эстрада юррин «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Кунта пирĕн ентешсем — Мăн Вылă пикисем Инесса Шашкина тата Анна Алвандян дуэтпа хутшӑнса 1-мĕш вырăн йышăннă.
Гала-концерта пурӗ 14 уйрӑм юрлаканпа 7 ушкӑн ансамбль хутшӑннӑ.
Инессăпа Аньăна саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр! Сирĕнпе мухтанатпăр!